Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫунат вӗҫевре тӗрекленет (А. Казанов)

Юман Анатолий ФёдоровичТин ҫеҫ шӑтса тухни вӑл, ҫинҫешке те пӗчӗкскер. Вӑрман уҫланкинчи ҫӳллӗ курӑк хушшинче палӑрманпа пӗрех. Анчах вӑштӑр ҫил килсе ҫапӑнтӑр кӑна — ҫамрӑк хунав ҫӑмӑллӑн хускала-хускала илет, черчен ҫулҫисене ҫӑтӑл-ҫӑтӑл вылятса чӗтренет, ҫӳлелле ҫӗкленме кармашнӑн туйӑнать. Чӑнах та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн ҫав туртӑм-ӑнтӑлӑвӗ ытларах та ытларах палӑрать, пурнӑҫа кӗрет: пӗве кайса ӳсет те ӳсет йывӑҫ, турачӗсене айккинелле сапаласа сарӑлать, патварланса пырать. Паллах, ҫӑмӑл тееймӗн ӳсӗм ҫулне: хӗллехи шартлама сивӗ те витӗрех шӑнтать хӑш чух, ҫуллахи шӑрӑх та хӗрхенсе тӑмасть, ӗнтсе ярас пек ҫатӑрлать, чирӗ те киле-киле ҫыпҫӑнать — пур пӗр парӑнмасть юман. Чӑтать, татах кӗрнекленет. Пӑхӑр-ха, мӗнешкел мӑнаҫлӑн тӑрать вӑл халь: чӑн-чӑн паттӑр!

Ҫак ӳкерчӗке мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? Паллӑ поэтӑмӑра Анатолий Ермилов-Юмана халалласа статья ҫырма хатӗрленнӗ май ялтӑр ҫуталса тухрӗ вӑл куҫ умне. Юлташӑмӑн хушма ячӗ Юман пулнӑран ҫеҫ мар. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, журналистикӑпа литературӑри ӗҫ-хӗлӗ хайхи юмана аса илтернӗн туйӑнать мана. Юман сӑнарне унӑн хайлавӗсенче те куратпӑр. Тӗслӗхрен, «Арӑм» сӑвӑри йӗркесене вулӑр-ха:
Эп — тӗпри юман, эс — ман тирекӗм,
Кара ҫил вӗрсен те — хӳтлӗхре.
Анатолий Фёдоровичӑн хайлавӗсемпе эпӗ аллӑмӗш ҫулсенчех, вӗсем республика хаҫат-журналӗнче пичетленме тытӑннӑ чухнех паллашнӑ. Килти библиотекӑри «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» кӗнекен 1957 тата 1959 ҫулсенчи кӑларӑмӗсене пӑхатӑп. Вӗсенче А.Ермиловӑн «Йӑмра», «Ульяновскри Ленин палӑкӗ», «Теплоход ҫинче» сӑввисем пур. «Йӑмрана» уйрӑмах палӑртасшӑн. Вӑл унччен «Ялав» журналта, ытти кӑларӑмра пичетленнӗ. Влас Иванов-Паймен ӑна вырӑсла куҫарса Самарти «Волжская коммуна» хаҫатра кун ҫути кӑтартнӑ. Филипп Лукин композитор юрра та хывнӑ.
Авторне вара — тӑван литературӑна хӑйӗн уҫӑмлӑ сассипе пырса кӗнӗ, унӑн каҫалӑкӗнче ырми-канми ӗҫлесе вулакансене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑвӑ-поэмӑпа савӑнтаракан поэта — ҫитмӗлмӗш ҫулсенче тин курма телей килчӗ. Ун чухне эпӗ «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеттӗмччӗ. Анатолий Юман (ҫакӑн пек хушма ята вӑл Петр Хусанкай сӗннипе илнӗ) пирӗн хаҫата тӑтӑшах ҫырса тӑчӗ, редакцие кӗре-кӗре тухатчӗ. Юлашки ҫулсенче унпа уйрӑмах ҫывӑхлантӑмӑр. Час-часах тӗл пулатпӑр. Кун-ҫул утти пӗр евӗртерех килсе тухнӑран-ши (иксӗмӗр те пурнӑҫа хаҫат ӗҫне халалланӑ) — сӑмах-юмах ҫыпҫӑнать пирӗн: калаҫмалли, аса илмелли темӗн чухлех.
А.Ф.Ермилов-Юман Ульяновск облаҫӗн Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклах ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑскерӗн вӑтам шкул хыҫҫӑн тӳрех ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ (каласа хӑварам: каярахпа Анатолий Фёдорович куҫӑмсӑр майпа партин Хусанти аслӑ шкулӗ ҫумӗнчи журналистика курсне пӗтернӗ). Телее, ӗҫӗ каччӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе, чун-чӗре туртӑмӗпе пӗре килнӗ: район хаҫачӗн редакцийӗ ӑна хӑйӗн йышне илнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ! Анатолий хаҫата чылайранпа ҫырса тӑнӑ. 1947 ҫулта унта хӑйӗн малтанхи сӑввине пичетлесе кӑларнӑ.
Ҫапла, райхаҫат журналисчӗн ҫӑмӑл мар, канӑҫсӑр, ҫав вӑхӑтрах ытарайми кӑсӑклӑ та ҫӗклентерӳллӗ ӗҫӗ пуҫланнӑ. Вара... вӑтӑр ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ вӑл. Ӑҫта кӑна ҫитмен-ши, мӗн чухлӗ ҫырман-ши ҫав вӑхӑтра — шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Чӑннипех пурнӑҫ шкулӗ витӗр тухнӑ.
— Хаҫатра ӗҫлени мана пурнӑҫ тути-масине ӑнланма ҫеҫ мар, ҫыравҫӑ ӑсталӑхне ӳстерме те пулӑшнӑ, тӑван чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне лайӑхрах туйма, унпа витӗмлӗн усӑ курма вӗрентнӗ, — аса илет ветеран. — Кайран, 1989 ҫулта Чӗмпӗрте чӑвашла «Канаш» хаҫат кӑларма тытӑнсан, тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ун редакцийӗнче ӗҫлерӗм.
Юлташӑм пултарулӑхӗнче журналистикӑпа литература тачӑ ҫыхӑннӑ. Хаҫат валли статья, очерк, тӗрленчӗк, ытти материал ҫырса хатӗрленӗ хушӑрах Анатолий Юман, палӑртрӑм ӗнтӗ, литературӑра та ҫанна тавӑрса хастар ӗҫленӗ — поэзи тӗнчине ҫирӗппӗн, тивӗҫлӗн кӗрсе вырнаҫнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна хӑйӗн пултарулӑхӗн тӗп никӗсне хывнӑ: вӑл — поэт!
Тӑван литературӑна юратакансем асӑрхамасӑр хӑвармарӗҫ-тӑр: юлашки ҫулсенче хаҫат-журналта чӑваш ҫыравҫисем тӗрлӗ вӑхӑтра Анатолий Юман патне янӑ ҫырусен пуххисем чылай пичетленчӗҫ. Адресат пуҫарса тимленипе ӗнтӗ. Ҫапла майпа Ухсай Яккӑвӗн, Влас Иванов-Пайменӗн, Стихван Шавлин, Владимир Садайӑн, Геннадий Айхин, Анатолий Емельяновӑн, Ваҫҫа Аниҫҫин, Юрий Петровӑн тата ыттисен чун ырлӑхӗ-пархатарӗпе тулнӑ йӗркисемпе паллашма пултартӑмӑр. Поэтпа калаҫатӑн та — ку вӑл ҫав хаклӑ документсен пӗчӗк пайӗ кӑна иккен. Анатолий Фёдорович нумай-нумай ҫыравҫӑпа, ытти ҫынпа (ҫав шутра А.Г. Николаев космонавта та) ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ.
Шухӑшлатӑп: ӗҫленӗ ҫав ӗлӗк вырӑнти авторсемпе, уйрӑмах — ҫамрӑксемпе. Пулӑшса тӑнӑ вӗсене. Ятлӑ-сумлӑ ҫыравҫӑсем тӑван сӑмахлӑх пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшса пултаруллӑ, талантлӑ ҫынсене куҫран вӗҫертмен. Ҫакна А. Юман тӗслӗхӗ те ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетет. Поэт-журналист вӗсене — хӑйӗн вӗрентекенӗсене — ӑшшӑн аса илет.
1956 ҫулта А.Юман Шупашкарта ҫамрӑк ҫыравҫӑсен канашлӑвне хутшӑнать. Шӗкӗр хуларан ҫунатланса таврӑннӑскер пысӑк калӑплӑ пӗрремӗш хайлав — «Телей сӑпки» поэма ҫырать. Вӑл 1958 ҫулта «Ялав» журналӑн виҫӗ номерӗнче пичетленсе тухнӑ.
Анатолий Юманӑн ҫуначӗ тӗреклӗ, ырми-канми ӗҫӗ тухӑҫлӑ. Вӑл — ҫирӗм ытла кӗнеке авторӗ. Ҫав шутра — «Телей сӑпки», «Вӗҫленмен юрӑ», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Ҫунатсем», «Чӗре ҫӗввисем», «Кӑвак йӑр», «Суйласа илнисем», «Натюш», «Марине»... Сӑвӑсемсӗр пуҫне поэма та йышлӑ унӑн: «Тӑван ялта», «Йывӑҫ велосипед», «Мускавра», «Ҫӑкӑр поэми», «Этем тусӗ», «Шухӑш», «Икӗ шӑпа», «Ӗмӗт», «Таврӑнни», «Суйлав поэми», «Тунсӑх кӗввисем» диологи («Шупашкарта», «Шупашкара аса илни» поэмисенчен тӑрать) тата ыттисем. Сӑвӑлла роман та пур — «Пурнӑҫ авӑрӗ».
Юлашки ҫулсенче Анатолий Фёдорович вулакансене юрату лирикин виҫӗ кӗнекипе савӑнтарчӗ: «Сонетсем», «Сонетсем. Иккӗмӗш ҫаврӑм», «Сонетсем. Виҫҫӗмӗш ҫаврӑм». Ахальтен-и вӑл 2003 ҫулта «Сонетсем» кӗнекешӗн Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн паракан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Анатолий Юман — Чӑнлӑ районӗн хисеплӗ гражданинӗ (ҫак чыса вӑл чи малтан тивӗҫнӗ), облаҫри журналистсен Мария Ульянова ячӗллӗ преми лауреачӗ. И.Я. Яковлева халалланӑ «Улӑп кун-ҫулӗ» сӑвӑ ярӑмӗшӗн облаҫри Саккунсем кӑларакан пуху депутачӗн Н.Абрамовӑн премине тивӗҫнӗ.
Каларӑм ӗнтӗ, пирӗн реслубликӑри тымарӗ те тарӑн. Чӑваш наци конгресӗн ӗҫне хастар хутшӑнать — Ваттисен канашӗн членӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн хисеплӗ ятне панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен членӗ.
...Вӑхӑт иртет те иртет. Ҫулсем васкаҫҫӗ — чарма ҫук. Анчах вӗҫеври кайӑк ҫуначӗсем сывлӑша ҫав-ҫавах вирлӗн те шанчӑклӑн кастараҫҫӗ. Аялта вара, вӑрман уҫланкинче, хайхи юман мӗнле капмар ҫӗкленнӗ. Анатолий Чабанов калашле, чӑннипех Юман-паттӑр. Ку йӑлтах сан ҫинчен, хисеплӗ поэтӑмӑр. Юбилей ячӗпе сана!



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-13 22:07:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3231 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем